Алманчă халăх музейĕPdKD BCc MmHPa xhz YyR12 RrxNnLuGc9u Pl1Hd
Алманчăри халăх музейĕ — Патăрьел районĕнчи Алманчăра вырнаçнă халăх музейĕ.
Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсем, информации политики тата архив ĕçĕсен Министерствин 25.05.2005 № 01-07/192 хушăвĕпе музея «Халăх музей» ятне тивĕçтернĕ.
Музей директорĕ - Васильев Василий Иванович, вĕреннипе - физикăпа производство никĕсĕсене вĕрентекен.
Тупмалли
- 1 Музей тытăмĕ
- 1.1 Этнографи пӳлĕмĕ
- 1.2 XX ĕмĕр варрин тапхăрĕ
- 1.3 Колхоз ĕçĕ-хĕлĕн тапхăрĕ
- 1.4 Паллă ĕçченсем
- 1.5 Чапа тухнă ентешсем
- 1.6 Мухтав пӳлĕмĕ
- 1.7 Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем
- 2 Вуламалли
- 3 Каçăсем
Музей тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Музейре 200 ытла кĕнеке пур. Вĕсене ял-йышпа хăнасем парнеленĕ.
Музейре умĕнхи пӳлĕмĕпе 7 экспозици пӳлĕмĕ.
8 пӳлĕмре 1100 ытла экспонат, вĕсенчен 700 чăн документсем тата 700 ытла урăх экспонатсем упранаççĕ. Умĕнчи пӳлĕмре ял мĕнле пуçланни, ял пурнăçĕ çинчи архив докуменчĕсем, XVII-XX мĕш ĕмĕрти ялти çын шучĕ çинчен пĕлме пулать.
Этнографи пӳлĕмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Этнографи пӳлĕмĕнче ялхуçалăх хатĕрĕсем, çуртри куллен усă курмалли япаласем, анатри чăвашсен тумтирĕ. Кунта ача кӳми, тăрантас, пир-авăр тĕртмелли хатĕрсем пур.
XX ĕмĕр варрин тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Иккĕмĕш пӳлĕмре XX ĕмĕр варринчи хресчен çурчĕн ăшлăхне кăтартнă.
Колхоз ĕçĕ-хĕлĕн тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Виççĕмĕш пӳлĕмре колхоз тума пуçланă вăхăчĕ тата шкул историйĕ çинчен пĕлме пулать. Кунта малтанхи председательсен списокĕ пур. Çакăнтах репрессине лекнĕ ял çыннисене асăннă.
Паллă ĕçченсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
4 пӳлĕмре колхоз тĕрлĕ вăхăтра мĕнле ĕçленине, хастар колхозниксем çинчен каланă.
Чапа тухнă ентешсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пиллĕкĕмĕш пӳлĕмре ялтан тухнă паллă çынсене – тава тивĕçлĕ ĕçченсене, ăсчахсене, орден илнĕ çынсене, аслă офицерсене, спортсменсене палăртнă.
Мухтав пӳлĕмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Улттăмĕш пӳлĕмре тăван çĕршыва сыхлакансемпе çыхăннă. Тĕп вырăнта – Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи сăнукерчĕксем, салтак çырăвĕсем. Уйрăм вырăнта – салтаксен наградисем. Кунтах ытти вăрçăсенче хутшăннисене те асăннă (1 тĕнче вăрçи, граждан вăрçи). Афганистанра тата Кавказра террора хирĕç операцисенче хутшăннисене палăртнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çиччĕмĕш пӳлĕмре пĕр стенана Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисен сăнукерчĕксем йышăнаççĕ. Вилтăпри вырăнĕсене кăтартакан карттă пур.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Чувашия.biz сайт музей çинчен